Куславкка районӗн хаҫачӗ, «Ялав», тухма пуҫланӑранпа ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 90 ҫул ҫитнӗ. Ун чухне ӑна «Штурм» ятпа кун ҫути кӑтартнӑ. Тепӗр ҫулталӑкран ятне ылмаштарса «Ленин ялавӗпе» теме тытӑннӑ. Чылай ҫул ҫавӑн пек ятпа пӗлнӗ район хыпарҫине. 1996 ҫулта ята черетлӗ хутчен ылмаштарнӑ май самана таппи ытйнине кура «Ленин» сӑмаха кӑларса пӑрахса «Ялав» теме тытӑннӑ.
1986 ҫултан пуҫласа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗччен хаҫат редакторӗнче Валентин Константинов тӑрӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра тӗп редактор тивӗҫӗсене Надежда Михайлова пурнӑҫлать. Редакцире Нина Богданова, Валентина Воробьева, Татьяна Кольцова журналистсем тата Марина Петрова дизайнер тӑрӑшаҫҫӗ.
Хаҫат эрнесерен чӑвашла тата вырӑсла тухса тӑрать. 2018 ҫултанпа район хыпарҫине 16 полосапа пичетленӗ, кӑҫалтан вӑл 12 полоса ҫине куҫнӑ.
Куславкка хулинче сыснасен Африка мурне тупса палӑртнӑ май карантин тесе йышӑннӑ. Документа республика ертӳҫи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен офциаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Шӑпах асӑннӑ кунран пуҫланнӑ та карантин тапхӑрӗ. Вӑл ятарлӑ йышӑну тӑвичченех тӑсӑлӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чир паллине Сарту облаҫӗнчен кӳрсе килнӗ какайра асӑрханӑ.
Африка мурӗллӗ аш Куславккари Шоссе урамӗнчи 9-мӗш ҫуртри 8-мӗш сивӗтмӗшре упраннӑ, унта выльӑх-чӗрлӗх какайне вакламалли пӳлӗмре, унти температурӑна тытса тӑракан камерӑра тытнӑ.
Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 18 сехет те 10 минутра «Атӑл» М-7 автоҫулӑн 706-мӗш ҫухрӑмӗнче, Куславкка районӗнче, велосипедпа пынӑ ҫын машина айне пулнӑ.
Мускавран килекен 28 ҫулти водитель ГАЗ автомашипе велосипедист ҫине пырса кӗнӗ. Лешӗ каҫхи вӑхӑтра хунарсӑр, тӗттӗмре ҫататакан хатӗрсӗр пынӑ, ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ.
Ведосипедпа Куславкка районӗнчи 49 ҫулти арҫын пынӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл унта вилнӗ.
2022 ҫулта Республика кунне Шупашкарта тата Куславкка районӗнче уявлӗҫ. 165-мӗш номерлӗ хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Документа муниципалитет пӗрлешӗвӗсене социаллӑ экономика енчен аталантарма, район-хулана укҫа-тенкӗ илӗртме хавхалантарас тӗллевпе йышӑннине пӗлтернӗ.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗн Республика кунне ирттерессипе ҫыхӑннӑ мероприятисен планне хатӗрлемелле, Куславкка районне республика ертӳҫин укҫине уйӑрса памалла.
Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗнчи 30 ҫулти арҫын хӑйӗнчен самай кӗҫӗн хӗрарӑмпа пурӑннӑ. Иккӗш тем пайлайман – пӗрмай хирӗҫнӗ. Сӑмахпа ҫеҫ мар. Арҫын хӑйӗнпе пурӑнакан 17 ҫулти хӗр ҫине алӑ ҫӗклеме юратнӑ. Пӗррехинче ҫамрӑк хӗрарӑм тӳсеймен – пакунлисене евитленӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен тытӑнса ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗччен арҫын хӗрарӑма пӗрре ҫеҫ мар хӗненӗ. Арҫын ҫавӑн чухне ӳсӗр пулнӑ.
Арҫынна ҫул ҫитмен ҫынна хӗненӗшӗн явап тыттарма пултарӗҫ. Ӑна халӗ тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Куславкка районӗнче, М-7 ҫул ҫинче, трактор ҫаврӑнса ӳкнӗ. Прицепӗ ҫинче ҫӗрулми пулнӑ.
Трактор фурӑпа ҫапӑнсан тӳнсе кайнӑ. Юрать-ха, тракторисчӗ чӗрех.
Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑра трактор ҫаврӑнса ӳкни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл ҫын ӑсталанӑ транспорт пулнӑ. Шел те, 30 ҫулти тракторист транспорт айне пулса вилнӗ.
Куславкка районӗнчи Шӑнчас ялӗнче кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшнче ашшӗпе ывӑлӗ хушшинче пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Харкашу вилӗмпе вӗҫленнӗ.
22 ҫулти каччӑ ашшӗне пуҫӗнчен, кӗлеткинчен 32 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Вӑйпитти хытах хӗненӗ хыҫҫӑн арҫын самай шар курнӑ. Йывӑр суранланнӑскер тепӗр кунхине вилсе кайнӑ.
Кайран каччӑна тытса чарнӑ, вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Тӗрлӗ экспертиза та каччӑ айӑплине ҫирӗплетсе панӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енрен тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ, суда ярса панӑ.
Паян ирхи 7 сехет те 15 минутра «Атӑл» М-7 ҫулпа пыракан автомобиль кӗпер ҫинчен ӳкнӗ. Инкек Куславкка районӗнче пулнӑ.
Белая Воложка (ку юханшыв ятне чӑвашла епле куҫармаллине темле шырасан та тупаймарӑмӑр. И.С. Дубановӑн «Географические названия Чувашской Республики» кӗнекере те юханшывӑн чӑвашла вариантне кӑтартманччӗ. — Авт. асӑрхаттарӑвӗ) юханшыв урлӑ хывнӑ кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне тиев турттармалли «Ивеко» автомашина кӗпер айне чӑмнӑ. Руле тытса пынӑ Орлов облаҫӗнчи 53 ҫулти арҫын инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, республикӑри икӗ ҫемьене тата тӑхӑр амӑшне патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ.
Ҫемье институтне ҫирӗплетессине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа Ҫӗрпӳ районӗнчи Владимир Михайловичпа Галина Михайловна Ижедеровсене тата Елчӗк районӗнчи Петр Николаевичпа Марфа Михайловна Падуевсене чыслама йышӑннӑ.
Ачасене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн «Анне» амӑш мухтавӗн паллипе Красноармейски районӗнчи пилӗк ача амӑшне Елена Леонидовна Владимировӑна, Куславкка районӗнчи пилӗк ача амӑшне Нина Павловна Кирилловӑна, Тӑвай районӗнчи пилӗк ача амӑшне Светлана Анатольевна Константиновӑна, Вӑрнар районӗнчи пилӗк ача амӑшне Людмила Геннадьевна Ксенофонтовӑна, Ҫӗнӗ Шупашкарти сакӑр ача амӑшне Ольга Викторовна Матлаша, асӑннӑ хулари пилӗк ача амӑшне Валентина Михайловна Мешковӑна, Ҫӗмӗрлери пилӗк ача амӑшне Татьяна Юрьевна Мотовӑна, Канаш районӗнчи пилӗк ача амӑшне Елена Николаевна Наумовӑна, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи пилӗк ача амӑшне Валентина Николаевна Плисовӑна чыслӗҫ.
Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалланӑ палӑк Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче пулӗ. Пӗрремӗш чула ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хунӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Анчах палӑк ҫитес ҫул ҫеҫ пулӗ. «Пысӑк объектсене, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене, пирӗн ентешсем виҫӗ уйӑх ҫурӑра чавса пӗтернӗ. Ҫавна май асӑну палӑкне те ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт тума палӑртатпӑр», - тенӗ Олег Алексеевич.
Ҫапах палӑка кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче уҫмӗҫ. Строительство министрӗ Павел Данилов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пӗрремӗш тапхӑр ҫеҫ – лапама хатӗрлесси, хӑтлӑх кӗртесси – вӗҫленӗ. Палӑка ҫитес ҫул хӑпартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |